© 2017 Видеохостинг органов власти Чувашской Республики
О проектеЧăваш Республикин вĕренӳ институчĕпе Хĕрлĕ Чутай шкулĕ Тăван чĕлхе кунне тата Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалласа «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика конкурсне йĕркеленĕ. Чăваш халăхĕн авалтан пыракан йăли-йĕркипе, сăвă-юрăллă, вăйă-ташăллă уявĕсемпе паллаштарнă. Унăн тĕп тĕллевĕ – ачасене тăван халăх йăли-йĕркине тытса пыма хăнăхтарасси, тăван халăх чĕлхипе литературине, историпе культурине вĕренес кăмăла çĕклесси. «Чăвашра вăрман та чăвашла кашлать, шăпчăк та юрлать кунта халь чăвашла», – пурте пĕлекен йĕркесем. Чăваш шăпчăкĕсем çак кунсенче Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче пухăнчĕç. Пысăк йышпа. 33 пĕлӳ çуртĕнчен, ача садĕнчен – 10 муниципалитетран килнĕ вĕсем. Яш-кĕрĕм тăван халăх культурипе тĕплĕнрех паллашма пултарчĕ, çав вăхăтрах хăйсен ăсталăхне те кăтартрĕ. «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестивале килнĕ хăнасене юрă-ташăпа, чăваш апат-çимĕçĕпе кĕтсе илчĕç. Унтан пурте пĕрле çул çӳреве тухса тĕрлĕ станцисенче чарăнчĕç. Тĕслĕхрен, «Чăваш эрешĕпе Хĕрлĕ Чутай тумĕ», «Наци стилĕпе тунă сувенирсен» куравĕсем, «Çут çанталăк тата экологи», «Чăваш пӳрчĕ» музейсем, «Чăваш тĕрри», «Хурт-хăмăр ăсти» ăсталăх класĕсем. АННА ЕГОРОВА: «Хăйĕн аваллăхне пĕлмен халăхăн пуласлăхĕ çук тесе каланă вырăссен паллă ученăйе М. В. Ломоносов. Çавна асра тытса кăçал эпир 1-мĕш хут Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче республика шайĕнче çак фестивале ирттерес терĕмĕр. Ку фестиваль тĕрлĕ секципе ĕçлерĕ. Секцире ачасем юрласа, ташласа, тĕрлĕ ĕç туса хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Халăх-йăли йĕркине пĕлнине ĕнентерчĕç. Чăваш апат-çимĕçне мĕнле хатĕрленине кăтартса пачĕç. Çавăн пекех тĕрлĕ предметсем вĕрентекенсем тĕрлĕ халăх йăли-йĕркипе уроксем, уроксем тулашĕнчи ĕçсем ирттерчĕç». Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче ирттерекен фестивальте никама та кичем пулмарĕ. Пурте тĕплĕ хатĕрленнĕ. Кĕçĕннисем те аслисенчен юласшăн мар. «Атьăр вăййа тухар-и?» секцире ача садне çӳрекенсем, шкул вĕренекенĕсем авалхи ача-пăча вăййисене кăтартса пачĕç. «Халăх хитре – йăлипе» ушкăнра вара çамрăксем чăваш халăхĕн хăй тăрăхĕнчи йăли-йĕркипе паллаштарчĕç. ЮЛИЯ ВАДЕЙКИНА: «Эпир хамăр ачасемпе салтака мĕнле ăсатмаллине кăтартса парас терĕмĕр. Тата ăна анчах мар, утă çи вăхăтне аса илтĕмĕр. Унти юрăсене юрларăмăр. Пирĕн округра утă çи юррисем нумай пулнă». «Халăх юрри – чунăм уççи», «Ай, ташлар-и ташшине», «Çĕнĕ варкăш» тата ытти лапамсенче те каччăсемпе хĕрсем хăйсен пултарулăхĕпе, тăван халăх эткерлĕхĕпе паллаштарчĕç. Тӳресене çĕнтерӳçĕсене палăртма çăмăлах пулмарĕ. Муркашри Калайкаси, Мăн Этмен шкулĕсенче ăс пухакансем 1-мĕш вырăна тухрĕç. Çавăн пекех вĕсем ачасем тĕрĕс те илемлĕ калаçма пĕлнине, хăйсене сцена çинче илемлĕ тытнине хакларĕç. Пĕрремĕш вырăнта питĕркассисем тата муркашсем. Юрă халăх пуянлăхĕ шутланать. Илемлĕ чăваш юррисене шăрантарассипе Çĕмĕрлери, Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулсенче ăс пухакансене çитекенни пулмарĕ. Ытти енĕпе ăмăрнă çĕнтерӳçĕсене пурне те сцена çине кăларса чысларĕç. Малашне те хастар, мал ĕмĕтлĕ пулма сунчĕç.