Официальный портал органов власти Чувашской Республики

11.10.2021 | 9:07

Республика кунĕ — Куславкка тăрăхĕнче

Республика кунне йăлана кĕнĕ тăрăх кашни çул Шупашкарта тата пĕр-пĕр районта ирттереççĕ. 2022-мĕш çулхи уява тĕп хулара тата Куславкка районӗнче паллă тăвасшăн. Хушăва Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак кунсенче алă пуснă. Ĕçлĕ хута муниципалитетсен экономкине тата социаллӑ пурнăçне аталантарма, район-хулана укҫа-тенкӗ илӗртме хавхалантарас тӗллевпе йышӑннă. Унпа килĕшӳллĕн Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗн Республика кунне ирттерессипе ҫыхӑннӑ мероприятисен планне хатӗрлемелле, Куславкка районне укҫа уйӑрса памалла.