© 2017 Видеохостинг органов власти Чувашской Республики
О проектеАнлă тавра курăмлă, хастар та мал ĕмĕтлĕ студентсемпе çамрăксем çак кунсенче Шупашкарта пуçтаранчĕç. «Атăл çинчи республика» форум вăхăтĕнче вĕсем промышленноç предприятийĕсене çитсе килĕç, ăсталăх класĕсене хутшăнса хăйсен проекчĕсене хӳтĕлĕç, унсăр пуçне чăвашсен авалтан упранса юлнă хăйнеевĕр йăли-йĕркипе, халăхăн пуян историйĕпе, ал ăсталăхĕпе тата çут çанталăк илемĕпе паллашма пултарĕç.