Официальный портал органов власти Чувашской Республики

15.06.2021 | 19:33

Сумлă уяв иртрĕ

Акатуй чăваш халăхĕн ĕлĕкрен пыракан ырă та чаплă уявĕ. Ана халĕ те чыслă ирттерни - чăваш çынни хăйĕн тăван çĕрне юратнине, тăван халăхне хисепленине, мăн асаттесен сăваплă йăли-йĕркине çирĕп тытса пынине, хамăра тăрантаракан пархатарлă çĕр-аннемĕре хисепленине пĕлтерет. Çавăнпа та çак илемлĕ уява паянхи кун та мăнаçлăн ирттерме тăрăшаççĕ. Хĕрлĕ Чутай тата Тăвай районĕсенче иртнĕ сумлă уявсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та çитсе курчĕ.