Минздрав Чувашии

13.01.2020 | 11:20

Тĕп хула варринчи поликлиника

Хула варринче çĕнĕ микрорайонсем çĕкленнĕ май кунта пурăнакансен йышĕ те хушăнса пырать. Текех ку тăрăхра пурăнакансен сыватмăшра черетре тăрса хăшкăлмалла пулмĕ. «Хулан тĕп больницин» нумай профильлĕ поликлиникИ уçăлни Шупашкарсемшĕн çĕнĕ çулти чи кĕтнĕ парне пулчĕ.