Официальный портал органов власти Чувашской Республики

24.05.2021 | 9:17

Славян çырулăхĕн кунĕ

Çулсерен çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче славян халăхне çутта кăларнă сăваплă Кирилпа Мефодий апостолсене асăнаççĕ. Совет тапхăрĕнче вĕсене чыслама чарнă пулнă. Славян çырулăхĕн кунне патшалăх уявĕ пек паллă тăвасси 1986-мĕш çулта çеç тавăрнă. Унтанпа ăна Чăваш Енре те, пĕтĕм Раççейри пекех, анлăн уявлаççĕ.