Минцифры Чувашии

03.10.2017 | 17:04

Масăллă информаци хатĕрĕсем - тăваттăмĕш влаç

Сăмахпа çынна вилĕмрен çăлма та, пусса чăмтарма та пулать, теççĕ. Массăллă хыпар хатĕрĕсенче ĕçлекенсем кăткăс лару-тăру çинчен каласа кăтартнă чухне уйрăмах тимлĕ те яваплă пулмалла. Ку тĕлĕшпе журналистсен тăтăшах вĕренсе тăма тивет. Çак кунсенче республикăри массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсем валли ятарлă курс йĕркелерĕç.