Официальный портал органов власти Чувашской Республики

02.07.2021 | 19:19

Çамрăксен патшалăх премине тивĕçрĕç

Ку чухнехи ҫамрӑксем ватӑран ытларах пӗлеҫҫӗ теççĕ халăхра. Хăйсен ăс-хакăлĕпе, пĕлĕвĕпе вĕсем ырă ĕçсем тăваççĕ, пурнăç шайне ӳстереççĕ. Эрнекун, правительство çуртĕнче, çамрăксен патшалăх премине тивĕçнĕ яшсемпе хĕрсене чысларĕç.