Минздрав Чувашии

16.03.2018 | 9:18

Çĕнĕ Шупашкар больницин хирурги корпусĕ хута кайрĕ

Иртнĕ икĕ эрнере республикăра умлă-хыçлă больницăсем уçăлчĕç: Красноармейскинче, Кÿкеçре, Куславккара, Шупашкарта. Паян вара Çĕнĕ Шупашкар хула больницин хирурги корпусĕ хута кайрĕ. Çурта тĕпрен юсама строительсене 90 кун кирлĕ пулнă. Оксана Баскакова, Владимир Тимофеев, Татьяна Иванова, Вадим Владимиров Таса, хăтлă, нимĕн ытлашши те çук. Çапла калама пулать хирурги корпусне шала кĕрсенех. Санитарипе гигиена нормисем тăрăх кунта чÿрече каррисем те, чечексем те пулмалла мар. Апла пулин те пациентсемпе тухтăрсене меллĕ пултăр тесе тăрăшнă. Хальхи вăхăт ыйтнине те шута илнĕ. Кашни кравать патĕнчех телефон авăрламалли розетка пур. Больницăн тĕп тухтăрĕ Константин Белов пĕлтернĕ тăрăх, юсав тума пĕлтĕр 46 миллион тенкĕ уйăрнă. Унсăр пуçне медицина страховани шучĕпе 2 миллион тенкĕлĕх сĕтел-пукан туяннă. Ăшă, шыв тата çутă тытăмĕсене, сантехника улăштарнă. Пур палатăна пушара сигнализацийĕпе тивĕçтернĕ. Кĕçех Çĕнĕ Шупашкар больницин ытти уйрăмĕсене те çĕнетĕç. Çывăх çулсенче вара республикăри мĕн пур сывлăх сыхлавĕн учрежденине юсĕç. Çĕнĕ Шупашкар больницинче юсав малалла пырать. Çулла кунта çĕнелнĕ хыççăн икĕ терапи уйрăмĕ уçăлмалла. Источник: http://chgtrk.ru/news/18734