Минздрав Чувашии

20.12.2018 | 8:39

Асăрханулăх пирки манмалла мар

Çĕнĕ çулччен 12 кун юлчĕ. Республикăри урамсемпе çуртсене темиçе эрне каяллах илемлетнĕ. Ача пахчисемпе шкулсенче уявсем йĕркелеме тытăннă та ĕнтĕ. Пурте çывхарса килекен уява кĕтеççĕ. Кăмăла хуçма пултаракан самантсем ан пулччăр тесен сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем асăрханулăх пирки самантлăха та манмалла маррине аса илтереççĕ. Уйрăмах халăх йышлă пухăнакан вырăнсенче. http://www.ntrk21.ru/video/39116