© 2017 Видеохостинг органов власти Чувашской Республики
О проектеАчасенчен ыйтсан: «Пысăклансан кам пулан?» – тесе, нумайăшĕ: «Тĕнче уçлăхне парăнтаракан летчик-космонавт, ăста строитель, ăшă кăмăллă вĕрентекен», – тесе хуравлать. Çав вăхăтрах политик, е Президент пулатăп текенсем те пур. Хăйĕн çутă ĕмĕтне пурнăçлама халĕ чылайăшĕ пултарать. Çав тĕллевпе республика шайĕнче иртекен «Ертӳлĕх команди» конкурса хутшăнмалла. Ăна Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарăвĕпе çулсерен ирттереççĕ. Çурма финалта конкурс йĕркипе килĕшӳллĕн 453 çынран 25-ĕн пулмаллаччĕ. Тӳресем 29 çынна хутшăнтарнă юлашки тапхăра, мĕншĕн тесен хăшĕсен балсен шучĕ пĕрешкел пулнă. Вĕсен пурин те пĕр ĕмĕт – малашне республикăри влаç органĕнче ертӳлĕх командинче ĕçлесси. Тупăшакансен йышĕнче клубра тăрăшакан та, вĕрентекен те, ăслăлăх çынни те пур. ЛЮБОВЬ ИЛЬИНА: «Конкурса Чăваш Республикине мала яртаракансем хутшăнаççĕ. Вĕсен хушшинче – арçынсем. Çавсен хушшинчех наука кандидачĕсем те пур. Çавсемпе калаçнă вăхăтра конкурса хутшăнаççĕ. Чăваш Республикине мала яма тăрăшакансем çынсем». «Тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçлама мана йывăрах пулмарĕ. Уйрăмах ушкăнпа пурнăçлама хушнисем кăмăла каяççĕ», – тет Марина Федорова. МАРИНА ФЕДОРОВА: «Конкурса хутшăнса хамăн пултарулăха кăтартса патшалăх ĕçне пысăк çитĕнӳсемпе туса пыма хатĕр пулатăп. Хам çĕнтерессе шанатăп». Канмалли куна пăхмасăр Раççей Президенчĕ çумĕнчи халăх пурлăхĕн тата патшалăх службин академийĕнче хĕрӳ тупăшу иртрĕ. Ăмăртуçăсем тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçласа тупăшрĕç. Унсăр пуçне Чăваш Республикин экономика министрĕ Дмитрий Краснов та хăй вăхăтĕнче çакăн пек мал ĕмĕтлĕ çамрăксен йышĕнче ларнине аса илчĕ. «Патшалăх тытăмĕнче ĕçлеме пултаракан пултаруллă çамрăксем кирлĕ», – тет вăл. Финал тапхăрне хутшăнакансем Чăваш патшалăх наци музейĕнче тавракурăмне те аталантарма пултарчĕç. ИРИНА МЕНЬШИКОВА: «Чăваш наци музейне «Вологдăн чĕнтĕрлĕ эрешĕсем» курав уçăлнă. Вологдăн заповедник-музейне илсе килнĕ 70 ытла ĕçе кăтартатпăр. Музей фондĕнче упранаççĕ. Пирĕн валли ятарласа хатĕрленĕ. Кунта эпир кĕпесем те куратпăр. Тумтир пайĕсене те курма пултаратпăр. Пысăк япаласем – сĕтел çитичченех пуçласа панносем таранччен». Эрне вĕçĕнче конкурс çĕнтерӳçисене палăртаççĕ. Вĕренӳ иртнине çирĕплетекен сертификатсăр пуçне малашне вĕсене ертӳçĕсен кадрсен резервне кĕртеççĕ.