Минздрав Чувашии

02.08.2018 | 8:29

Элĕк районĕнчи Çулавăçра «Ял фельдшерĕ» программа уссине туйса илнĕ Источник: http://chgtrk.ru/news/20117

Республикăра «Ял фельдшерĕ» программа ĕçлет. Çулталăк пуçланнăранпа унпа килĕшÿллĕн яла 5 специалист килнĕ. Пĕри Элĕк районĕнчи Çулавăçра хăйĕн тивĕçне пурнăçлать. Вероника Павлова, Ирина Ромадова, Михаил Солин Алевтина Семенова Çулавăçри фельдшер пунктĕнче çур çул тăрăшать. Кунта пушă вырăн пуррине пĕлсен нумай шухăшласа тăман – тÿрех килĕшнĕ. Алевтина кÿршĕ ялтан – унта ашшĕпе амăшĕ,çемйи пурăнать. Патшалăх уйăрнă укçапа Алевтина Семенова çуртне çĕнетесшĕн. Çулавăçра çулталăк ытла специалист пулман. Çавна май ялта медицина пунктне хупас пирки сас-хура тухнă. Фельдшер тупăнсан вара тем пекех хĕпĕртенĕ. Ĕçĕ кунта сахал мар – 3 ялта пурăнакансен сывлăхне пăхса тăмалла. Борисовсен çемйинче 3 ача. Фельдшертан вĕсен час-часах пулăшу ыйтма тивет. Элĕк районĕн тĕп пульницине кашнинче çÿреме кансĕр. Фельдшера санитар пулăшать. Лариса Павлова кунта 18 çул ĕçлет. Ытларах кунта хĕлле нуша куратпăр, - тет вăл. Кивĕ фельдшерпа акушер пункчĕ вырăнне Çулавăçра çĕнĕ çурт тума пуçланă та ĕнтĕ. Халĕ рабочисем газ, шыв кĕртеççĕ, пÿлĕмсене хăтлăлатаççĕ. Сусăрсем пирки те манман – пандус вырнаçтарĕç. Утă уйăхĕн 20-мĕш тĕлне медицина çурчĕ çынсене йышăнма хатĕр пулĕ. Кăçал Элĕк районĕнче икĕ медицина пункчĕ уçма палăртнă. Тепри Шуркасси ялĕнче пулĕ. Источник: http://chgtrk.ru/news/20117