© 2017 Видеохостинг органов власти Чувашской Республики
О проектеТĕпрен юсанă хыççăн республикăри ача-пăча больницин поликлиникин алăкĕ пациентсем валли уçăлчĕ. Сиплев учрежденийĕ мĕнле улшăннине пысăк хăнасем тата пирĕн пултарулăх ушкăнĕ хакларĕç. Леонид Петров, Татьяна Иванова, Игорь Ульянов Ку сиплев учрежденине 30 ытла çул каялла тунă. Унтанпа ăна пĕрре те тĕпрен юсаман. Ĕçе иртнĕ çул Раççей президенчĕн резерв фондĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнă хыççăн пикеннĕ. Строительсем 4 уйăхра 3 хутлă çурта çĕнĕ пурнăç парнелене. Ăшă, электричество, вентиляци, пушар хăрушсăрлăхĕн тытăмĕсене йăлтах улăштарнă. Пÿлĕмсемпе коридорсем çап-çутă. Стенасене янкăр тĕссемпе сăрланă. Çемçе дивансем, тĕрлĕ кÿлепе, теттесем пур. Ку больницăна ытти хулапа районтан та килеççĕ. Вĕсене валли çул çинчен канма ятарлă пÿлĕм йĕркеленĕ. Тухтăрсем хăш кабинетра тата вăхăтра йышăннине мониторсем кăтартаççĕ. Поликлиникăра сусăрсем валли те хăтлă майсем тунă. Вĕсене 1-мĕш хутрах йышăнаççĕ. Ку больницăра çулталăкне 60 ытла пин ачана тĕрлĕ медицина пулăшăвĕ параççĕ. Тухтăрсем 10 пин операци тăваççĕ. Çавăнпа учрежденин пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма хыснара кăçал тата 115 миллион тенкĕ пăхса хунă. Патшалăх пулăшнипе иртнĕ виçĕ çулта республикăра ача-пăчан 11 поликлиникине çĕнетнĕ. Кăçал çак ĕçе тăсма федераци хыснинчен Чăваш Ен валли тата 117 миллион тенкĕ уйăрĕç. Ку укçапа, уйрăммăн илсен, тĕп хулари 2-мĕш ача-пăча больницин инфекци стационарĕн çĕнĕ çуртне тума палăртаççĕ. Источник: http://chgtrk.ru/news/18720