© 2017 Видеохостинг органов власти Чувашской Республики
О проекте"Аниш" автоҫул ҫине тухмалли "Шӑмӑршӑ-Суйкӑн-Алтышево" лаптӑка юсассине улатӑрсем тахҫанах кӗтнӗ. Ӑна анлӑлатнӑ - сарлакӑшӗ 6 метр. Обществӑла транспорт чарӑнӑвӗ патӗнче утса каҫмалли вырӑнта ҫутӑ юписем лартнӑ. Хунарсем хӗвел вӑйӗпе ӗҫлеҫҫӗ, тӗттӗмленме пуҫласанах ҫутатма тытӑнаҫҫӗ. Ҫул хӗррипе ҫумӑр шывӗ юхмалли ятарлӑ хатӗрсем хурса тухнӑ, тротуар сарнӑ. Хӑрушлӑхсӑр йӗркисене пӑхӑнма ятарлӑ паллӑсем вырнаҫтарнӑ.