Минздрав Чувашии

24.06.2019 | 10:55

Республика кунӗ чи ӗҫчен ҫынсем патшалӑх наградисене тивӗҫрӗҫ Источник: http://chgtrk.ru/news/23464

Чӑваш Ен ҫуралнӑ кунне паллӑ турӗ. Уяв икӗ кун пычӗ: регионсен куравӗ, халӑх пултарулахӗн, ал ӗҫ ӑстисен фестивалӗсем, акатуй тата ытти те. Тӑван республика пуласлӑхӗшӗн ырми-канми тӑрӑшса пысӑк ҫитӗнӳ тӑвакансене патшалӑх наградисемпе чысларӗҫ. Хисепе тивӗҫнисен йышӗнче 56 ҫын пулчӗ. Алексей Енейкин, Владимир Синдеев Республикӑн тӗп уявӗнче Чӑваш Ен пуҫлӑхӗн аллинчен патшалӑх наградине илесси калама ҫук пысӑк чыс. Ҫавӑнпа та хӑнасем тӗлпулӑва тӗплӗн хатӗрленсе, чиперленсе килнӗ. Михаил Игнатьев пухӑннисене ырӑ ӗҫсемшӗн тав туса уяв ячӗпе саламларӗ. 4 ҫын ҫӗршыв наградисене илчӗ. Вадим Григорьев Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ, Марк Хазанзун культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ятсене тивӗҫрӗҫ. Ветерансен юхӑмне аталантарассине тата ҫамрӑксене патриотла воспитани парассине тӳпе хывнӑшӑн республикӑн гражданла хӳтӗлев тата чрезвычайлӑ лару-тӑру министрне Вениамин Петрова Раҫҫей Президенчӗн Хисеп Грамотипе чысларӗҫ. Нина Григорьева артист ӗҫне те пысӑк хак пачӗҫ. Чӑваш академи драма театрӗнче вӑл 58 ҫул ӗнтӗ куракана пултарулӑхӗпе савӑнтарать. Чӑваш Республикин наградисене вара 45 ҫын тивӗҫрӗ. Прокуратура ветеранӗсен пӗрлешӗвӗн хастарне Евгений Жучкова тата Владимир Семенов артиста "Республика умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн" орден медалӗпе чысларӗҫ. Патшалӑх канашӗн аппаратӗнче, банкра, издательство тытӑмӗнче тӑрӑшакансемпе ҫар ҫыннисем Чӑваш Республикин Хисеп грамотине илчӗҫ. Уявра ҫавӑн пекех сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ, культура, медицина тытӑмӗнче, ял хуҫалӑхӗнче, промышленнӑҫра тата ытти ҫӗрте чылай ҫул ӗҫлесе пысӑк ҫитӗнӳ тунисем хисепе тивӗҫрӗҫ. Республика пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев хӑйсен ӗҫне чунтан парӑнса пурнӑҫлакансене алла ҫыхмалли сехет те парнелерӗ. Патшалӑх награди илнӗ ятпа саламласа ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫу сунчӗ. Ҫак хисеп сире хавхалану кӳрессе шанатӑп, терӗ вӑл. ДРУГИЕ НОВОСТИ Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи пуҫланнӑ кун Чӑваш Енре "Астӑвӑм тӑпри" акци иртрӗ Совет салтакӗсене Чӑваш Енре йышпа пытарнӑ масар ҫинчен ҫӗр тултарнӑ 21 енчӗке Мускав ҫывӑхне илсе кайма хатӗрленӗ. "Асӑну тӑпри" ҫарпа патриотла акци Раҫҫейри кашни регионта тата ҫӗршыв тулашӗнче иртрӗ. 25.06.2019 09:10 Шупашкар районӗнче ҫамрӑксен форумӗ иртрӗ Шупашкар районӗнче ҫамрӑксен форумӗ иртрӗ Чӑваш Републикинчи культура министерстви тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ йӗркеленипе "Ясна" этноэкологи комплексӗнче ҫамрӑксен регионсем хушшинчи форумӗ иртрӗ. 25.06.2019 09:05 Хӗрлӗ Тӳремре Акатуй кӗрлерӗ Авалтан пыракан ҫӗр ӗҫченӗсен уявӗ 7-мӗш хут тӗрлӗ регионта тӗпленнӗ чӑвашсене Шупашкара пуҫтарчӗ. Унта камсем хутшӑннине тата хӑнасене мӗнпе сӑйланине манӑн ӗҫтеш Елена Дмитриева каласа кӑтартать. 25.06.2019 09:00 Продфонд Чувашии раскрыл стратегию продовольственной безопасности на выставке «Регионы – сотрудничество без границ» Многолюдно было у павильонов предприятий пищевой и перерабатывающей промышленности. Там можно было продегустировать, приобрести и узнать много нового о традиционных продуктах. 24.06.2019 20:00 Студенты Чувашского госуниверситета представили на выставке «Регионы – сотрудничество без границ» новые проекты вуза Студенты Чувашского госуниверситета представили на выставке новые проекты вуза. Главный из них – недавно открывшаяся лаборатория искусственного интеллекта и роботехники. 24.06.2019 19:27 Чувашский педуниверситет показал на выставке достижения своих студентов и выпускников Чувашский педуниверситет представил на выставке достижения своих студентов и выпускников. К примеру, Игорь Гусев, писавший на площадке портреты всех желающих, недавно выиграл грант Федерального агентства по делам молодёжи в размере 250 тысяч рублей на создание профессионального оборудования для художников. Источник: http://chgtrk.ru/news/23464