Минздрав Чувашии

27.06.2018 | 9:15

Çав-çавах тапăнать «шурă вилĕм»

Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчере наркотиксемпе кĕрешмелли куна паллă тăваççĕ. Паллах, ку вăл савăнмалли-мухтанмалли уяв мар. Çак куна çынсене наркăмăш серепине çакланасран сыхланмаллине аса илтерсех тăма çирĕплетнĕ. Раççейре те, регионсенче те паян ăна халалланă нумай ĕç-пуç йĕркелерĕç. Çĕршыври шалти ĕçсен министрĕ Владимир Колокольцев видеоçыхăну мелĕпе наркотиксене хирĕç кĕрешессипе ĕçлекен комитет ларăвне ирттерчĕ.