Минздрав Чувашии

31.05.2019 | 13:49

Чĕре чирĕсене сиплекен центр 10 çулта

Чăваш Енри чĕре чирĕсене сиплекен центр 10 çулхи ĕçне пĕтĕмлетрĕ. Шупашкарта иртнĕ наукăпа практика конференцийĕнче тухтăрсем çавăн пекех сиплес ĕçри çĕнĕ меслетсене сӳтсе яврĕç. Тĕрлĕ тăрăхран килсе çитнĕ кардиохирургсем пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашрĕç.