Минздрав Чувашии

08.08.2018 | 15:23

Ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхне пула ачасем инкеке лекеççĕ

Республикăра кăçал 26 ача чÿречерен тухса ÿкнĕ. Вĕсенчен иккĕшĕ йывăр суранĕсене пула вырăнтах пурнăçран уйрăлнă. Виçĕ çул каялла кăна ачасемпе çыхăннă инкексен шучĕ икĕ хут сахалрах пулнă. Леонид Петров, Надежда Андреева, Виктор Степанов 3 çулхи ачан пĕççи тата аяк пĕрчисем хуçăлнă. Ăна республикăри ача-пăча клиника больницинче операци тунă. Ун сывлăхĕшĕн халĕ нимĕнле хăрушлăх та çук, теççĕ тухтăрсем. Ачана ларма ирĕк параççĕ. Вырăн çинчен тăма та хăтланать. Инкек килтех пулнă. Амăшĕ лавккана тухнă вăхăтра ачине хĕрĕпе хăварнă. Лешĕ асăрхаса çитерейменнипе арçын ача 5-мĕш хутри чÿречерен тухса ÿкнĕ. Çавнашкаллисенчен ытларахăшĕ ĕмĕрлĕхех сусăр юлаççĕ. Ачасем инкеке чылай чухне ашшĕ-амăшĕн тимсĕрлĕхне пула лекеççĕ. Аслисем вĕсен аталану уйрăмлăхĕсене шута илмеççĕ. Сăмахран, пĕчĕк ачана сасă вăйне, вăл хăш енчен илтĕннине уйăрса илме йывăр. Çавăнпа та вăл çывхаракан машина асăрхамасан та пултарать. Çиччĕ тултарман ача çитĕннĕ çынпа танлаштарсан тавралăха 25 процент чухлĕ сахалрах курать. Çакна водительсен те шута илмелле. Çулла травматологсемшĕн уйрăмах хĕрÿ тапхăр. Ача-пăча кану лагерĕсемпе ялсенчен хулана таврăнать. Урамра, паллах, хăрушсăрлăх йĕркисем пирки манать. Çĕнĕ вĕренÿ çулне ачасем больницăра мар, парта хушшинче кĕтсе илесси ашшĕ-амăшĕнчен нумай килет. Источник: http://chgtrk.ru/news/20185