Минздрав Чувашии

24.09.2019 | 8:38

Наркотикпе айкашакансем чакнă

Кăçал Раççейре 100 майлă вăрттăн ĕçлекен нарколаборатори хупнă. Çак тата ытти ыйтăва хускатрĕç те патшалăхăн наркотикпе кĕрешекен комитечĕн ларăвĕнче. Ăна Раççейĕн шалти ĕçсен министрĕ Владимир Колокольцев ертсе пычĕ. Видео çыхăну мелĕпе иртнĕ ларăва Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хутшăнчĕ.