Официальный портал органов власти Чувашской Республики

08.12.2021 | 17:12

Туянакансен прависене хӳтĕлеççĕ

Çынсем кулленех апат-çимĕç, тумтир, хуçалăхра кирлĕ япаласем туянаççĕ. Анчах та вĕсен кăмăлне тивĕçтермен, е ирĕкне пăснă тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Кăçал 10 уйăхра çеç çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхсен пулăшăвĕ килĕшменнипе 90 çыру яваплисем патне çитернĕ. Тĕрĕслев хыççăн административлă право йĕркине пăснипе ĕçсем те пуçарнă. Çак тата ытти ыйтăвă паян Правительство çуртĕнче ĕçлĕ ларура тишкерчĕç. Ĕçмелли шыва кăна кăçал 128 хут тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 34-че шыв паха маррине палăртнă. Çуртсене пăхса тăракан пĕрлешӳсене те пĕрре мар асăрхаттанă. Халăх нумай чухне çурта мĕнле шайра пăхса тăнипе те килĕшмест. Хытă каяша илсе тухассипе те ыйту нумай. Ку енпе çеç 354 хутчен тĕрĕслев ирттернĕ. Тĕплĕ юсав укçине тата коммуналлă пулăшусемшĕн чылай чухне тĕрĕс мар кăтарту çыраççĕ. Çакăн пеккине 176 тĕслĕх шута илнĕ. Саккуна пăснипе 113 хутчен административлă ĕç пуçарнă. Йăнăшпа ĕçлекенсен енчĕке çӳхетме тивнĕ. Апат-çимĕç енче те лару-тăру çивĕч. Сăмахран, суя сĕт-çу продукци хисепĕ 5 процентпа танлашать. Апат-çимĕçре антибиотик пуррине те палăртнă.