© 2017 Видеохостинг органов власти Чувашской Республики
О проектеÇавал çыранран тухнă. Пĕр ял шыв айне пулнă. 174 çынна пулăшу кирлĕ. Унсăр пуçне тепĕр инкек сиксе тухнă — вăрман çунма пуçланă. Пурăнакан 10 çурта вут хыпнă. Телее, ку шухăшласа кăларнă синкерлĕ лару-тăру. Çăлав службисен вăхăтра йышăну туса командăпа штаб вĕреневĕнче хăйсен ăсталăхне, çаврăнăçулăхне кăтартса çынсене инкекрен çăлмалла пулчĕ. Ку вĕренӳ Раççейĕпех иртрĕ.