Минздрав Чувашии

15.08.2019 | 9:08

Çĕнĕ больница çулталăк вĕçĕнче уçăлĕ

Шупашкарти тĕп урамсенче пурăнакансем паян тĕп больницăна çӳреççĕ, унччен вăл строительсен больници ятлă пулнă. Çĕнĕ урамсем хушăннăран больница тахçанах чирлисене туллин йышăнаймасть, çĕнĕ пӳлĕмсем кирли куç кĕрет. Çавăнпа та Сывлăх сыхлавĕ тата Демографи наци проекчĕсемпе унăн хушма корпусне тума йышăннă. Вăл паян ĕçлекен корпусран та калăпăшлăрах пулĕ, ăна кăçал çулталăк вĕçĕнче уçма палăртнă. Май килĕ-и, чăрмавсем çук и — Иван Моторин премьер-министр тĕрĕслерĕ.