Администрация Красночетайского района Чувашской Республики

25.06.2020 | 11:47

Тӗп уява Чӑваш Енре ҫӗнелнӗ тӳремсемпе тата ача-пӑча лаптӑкӗсемпе кӗтсе илчӗҫ

Республика Кунне кӑҫал Шупашкарпа пӗрлех Хӗрлӗ Чутай районӗнче паллӑ турӗҫ. Унта Мухтав аллейипе Ҫӗнтерӳ тӳремне тирпейленӗ. Унсӑр пуҫне фонтан, ача-пӑчапа спорт лаптӑкӗсем тунӑ. Республика Кунӗ тӗлне Хӗрле Чутайра тирпей-илемпе кӗртес ӗҫ валли 10 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарнине паллӑ тумалли проектпа тепӗр 25 миллион ытла. Халӑх пуҫарӑвне пурнӑҫа кӗртмелли программӑпа тата пӗр миллион та 600 пин тенкӗ пухнӑ. Ҫак укҫан пӗр пайӗпе район центрне хӑтлӑлатнӑ. Курӑмлӑ улшӑнӑва сумлӑ хӑнасем те асӑрхарӗҫ. Республика Пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаева кунта туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗҫ.