© 2017 Видеохостинг органов власти Чувашской Республики
О проектеРеспубликăра ял хуçалăх продукцийĕ, апат-çимĕç тата эмел хакĕ ӳсни пурне те калаçтарать. Социаллă-пĕлтерĕшлĕ таварсен хакне мĕнле майпа чакарма пулать-ши? Çак ыйтăва Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура тишкерчĕç. Кăрлач уйăхĕнче ырашпа тулă çăнăхĕнчен пĕçернĕ çăкăр, хура чей, улма-çырла, вермишель, макарон, рис, сахăр-тăвар, пăру какайĕ, услам çу, кăлпасси хакĕ ӳснĕ. Хăйма, çăнăх, тăпăрчă, вир кĕрпи, пастеризациленĕ сĕт, тип çу, чăх какайĕ, хĕрлĕ кăшманпа сухан хакĕ чакнă. Ӳсĕм тавар туса кăларакансем продукци хакне хăпартнипе тата инфляципе çыхăннă. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Пахча-çимĕç туса илме мĕн кирлĕ паянхи кун – ытларах удобрение тата ытти те. Удобрение пирки калас пулсан вĕсем ӳснĕ 30 процентран 70 процент таран. Сĕрмелли материалсем пирки – 30-40 процент. Эпир куртăмăр ĕнтĕ, пурте Атăлçи тăрăхĕнчи регионсемпе танлаштарсан, ытти пирĕн çĕршыври кӳршĕсемпе танлаштарсан пирĕн продукци вăл туллин илсен йӳнĕрех. Кăçал кăшт нумайрах ӳснĕ, мĕншĕн тесен эпир йӳнĕрех ялан сутса пынă. Кăçал ытти регионсен шайне çитрĕç ку хаксем». Сĕт тирпейлекен хуçалăхсене пĕлтĕр 105 миллион тенкĕ выльăх апачĕ илме пулăшу панă. Вăл кăçал та пулĕ. Хаксене тытса тăма тата йӳнетме патшалăх тĕрев парать. Ăна ял хуçалăхĕнчи кашни енпе пăхса хăварĕç. СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Çăмарта хаклăрах тетпĕр Чăваш Республикинче. Ку ыйту пур. Эпир ăна темиçе çул калатпăр. Паянхи кун пирĕн республикăна илсе кĕнипе илсе тухнă çăмартана танлаштарсан 30 миллиона яхăн укçа çитмест. Эпир айккинчен илсе килетпĕр. Айккинчен илсе килсен, паллах, çăмарта хаклăрах, çавăнпа ун пек ан пултăр тесен кăçалтан хамăрăн çăмарта тăвакан предприятисене пулăшу парса эпир çак икĕ çул хушшинче çăмарта калăпăшне икĕ хут ӳстересшĕн. Хамăр ытти регионсене те сутма пултаратпăр». Вырăнта продукци туса кăларакансен таварне сутлăха кăларма суту-илӳри çĕнĕ майсене усă курса ĕçлемелле. Вĕсене хамăр регионта çеç мар, ют çĕршывсене те сутма май пултăр. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ял хуçалăх ĕçченĕсем умĕнче çакăн пек тĕллев лартрĕ. Ларура пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ эмелсен хакне те пăхса тухрĕç. Чăваш Енри сывлăх сыхлав министрĕ каланă тăрăх, Атăлçи тарăхĕнчи регионсем хушшинче Чăваш Енре хаксем пысăк мар. Ваккăн сутлăхри эмелсен хакĕ амбулатори пайĕнче Раççейре вăтамран 0,2 процент чакнă, Атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хушшинче 0,4 процент йӳнелнĕ. Госпиталь пайĕнче ваккăн сутлăхра Раççейре вăтамран 2,6 процент ӳснĕ пулсан, атăлçи тăрăхĕнчи регионсем хушшинче 2 процент хăпарнă.