Минздрав Чувашии

26.06.2019 | 9:57

«Наркомание хирĕç кĕрешмелли кун»

Çĕртме уйăхĕн 26-мĕшĕ пĕтĕм тĕнчери наркоманипе кĕрешмелли кун. Раççейре ăна 25 çул каялла паллă тума пуçланă. Телее, Чăваш Енре наркоманипе çыхăннă лару-тăру çивĕчлĕхĕ палăрмасть. Апла пулин те ку, лăпланса лармаллине пĕлтермест. Наци вулавăшĕ умĕнче кăçалхипе 6-мĕш хут «Манăн суйлав» фестиваль иртрĕ.