Минздрав Чувашии

20.05.2019 | 8:09

Тӗп тӗллев — медицина шайне ҫӗклесси Источник: http://chgtrk.ru/news/23078

Чӑваш Енре наци проекчӗсем мӗнле пурнӑҫланаҫҫӗ? Ҫитес 5 ҫулта сывлӑх сыхлавӗ мӗнле ҫулпа аталанӗ? Кун пирки журналистсене Владимир Викторов вице-премьер каласа кӑтартрӗ. Елена Дмитриева, Татьяна Иванова, Михаил Солин Сывлӑх сыхлавӗнчи наци проекчӗсен чи пӗлтерӗшлӗ енӗсенчен пӗри - пӗрремӗш пулӑшу парассине ҫӗнӗ шая ҫӗклесси. Ҫакӑн валли поликлиникӑсем уҫмалла, фельдшерпа акушер пункчӗсем тумалла, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗ памалли ҫӗнӗ автомобильсем илсе килмелле. Ку ыйтусемпе Чӑваш Енре аван ӗҫлеҫҫӗ. Ачасене паха медицина пулӑшӑвӗ парассине те пысӑк тимлӗх уйӑрмалла. Больницӑсене ҫӗнӗ хатӗрсемпе тивӗҫтеремелле, пӗчӗк пациентсене сипленме лайӑх майсем туса памалла, тин ҫуралнӑ ачасем вилессине чакарамалла. Тухтӑрсен тӗп тӗллевӗ - республикӑра пурӑнакансен сывлӑхне ҫирӗплетесси, ҫынсен пурнӑҫ тӑршшӗне ӳстересси. Пурнӑҫран уйрӑлнин тӗп сӑлтавӗ - чӗре тата юн тымарӗн чирӗсем. Ҫавӑнпа та республикӑна килекен укҫан пысӑк пайне регионти тата районсенчи ятарлӑ сиплев центрӗсене ҫӗнетме усӑ курӗҫ. Хальхи хатӗрсем ҫынсене сывлӑхне хӑвӑртрах тата тӗплӗнрех тӗпчеме пулӑшаҫҫӗ. Республикӑри онкологсем валли те ырӑ хыпар: шыҫӑ чирне хирӗҫ кӗрешмелли ҫӗнӗ майсем пулӗҫ. Сывлӑх сыхлавӗнчи чи кӑткӑс ыйтусенчен пӗри - специалистсем ҫитменни. Больницӑсенче ҫамрӑк тухтӑрсене кӗтеҫҫӗ. Ҫакна шута илсе 2019-24-мӗш ҫулсенче тӗллевлӗ килӗшӳпе Шупашкарти медицина колледжӗнче тата Чӑваш патшалӑх университечӗн медицина факультетӗнче 1188 студента вӗрентсе кӑларма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех республикӑра "Земство тухтӑрӗ" программа ӑнӑҫлӑ ӗҫлет. Чӑваш Енре пурӑнакансене тепӗр ҫӗнӗлӗх те кӗтет. Сиплев ӗҫне вертолетсене явӑҫтарӗҫ. Ҫапла майпа тухтӑрсем инҫе ялсенчи инкеке лекнӗ ҫынсене те васкавлӑ пулӑшма пултарӗҫ. Вӗсене кӗске вӑхӑтра тӗп хулари больницӑсене ӑсатӗҫ. Республикӑри наци проекчӗн пӗтӗмӗшле хакӗ 11 миллиард тенкӗ. Источник: http://chgtrk.ru/news/23078