© 2017 Видеохостинг органов власти Чувашской Республики
О проектеВĕсен тивĕçĕ çынсене пулăшасси. Чăваш Енре 2018-мĕш çулта вăя кĕнĕ «Земство фельдшерĕ» программа малалла ĕçлет. Ял тăрăхне кайма кăмăл тунă тухтарĕсене патшалăх 1 миллион тенкĕ парса пулăшать пулсан, вăтам сыпăкри специалистсене 500 пин таран параççĕ. Çапла пĕлтĕр асăннă программăна 32 фельдшер хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсенчен пĕри - Владимир Сазанов. Сăмах май, раштавăн 30-мĕшĕнче вăл хăйĕн çуралнă кунне паллă тăвать.