Минздрав Чувашии

21.02.2018 | 14:30

Çурăм шăммине те тÿрлетме пулать

Ача-пăча сывă пулни ашшĕ-амăшĕшĕн чи пысăк пуянлăх. Чирлесессĕн вара вăраха ямасăр тухтăр патне васкамалла. Пульницăна вăхăтра çитни часах ура çине тăма пулăшать. Хальхи медицина темле йывăр амакран та сыватать. Шупашкарти травматологипе ортопеди цетрĕнчи тухтăрсем çурăм шăмми кукăрăлнине тÿрлетме пултараççĕ. Çав шутра — кĕçĕн çулхи ачасенне те. http://www.ntrk21.ru/video.aspx?id=32497