Официальный портал органов власти Чувашской Республики

11.06.2021 | 19:37

Чăвашсем Акатуя тухаççĕ

Çурхи ĕçсене вĕçлесен, авалхи йăла-йĕркене тытса, чăваш халăхĕ Акатуя тухать. Халĕ çак уява ака-суха пĕтерсен паллă тăваççĕ. Чăн та хăшпĕр ăсчахсемпе таврапĕлӳçĕсем урăхларах шутлаççĕ. Авалхи чăвашсем Акатуя ĕç вĕçлесен мар, уй-хире тухас умĕн ирттернĕ-мĕн. Çапла майпа вĕсем аслă Турăран пысăк ĕç тума пил ыйтнă.