© 2017 Видеохостинг органов власти Чувашской Республики
О проектеИртнĕ 6 çулта, «Земство тухтăрĕ» программа хута кайнăранпа, 406 врач республикăри ялсене ĕçлеме кайнă. Кăçалтан патшалăх вăтам пĕлӳллĕ медиксене те илĕртӳллĕ майсем туса панă. Чăваш Енре унпа 22 фельдшер усă курнă. Тĕллевлĕ программăсем çамрăк специалистсене мĕншĕн килĕшеççĕ тата патшалăх пулăшăвĕпе вĕсем мĕнле усă кураççĕ? Сюжетра каласа кăтартăпăр. Ирина Николаева, Татьяна Иванова, Виктор Степанов Ĕçе çитме кунсерен пĕр енне 40 çухрăм каймалла. Татьяна Калькина çĕртме уйăхĕнчен Шупашкар районĕнчи Çӳлтикасра фельдшерта тăрăшать. Вăл киличчен кунти ФАП 3 çул хупă ларнă. Медицина пулăшăвĕ шыраса Çÿлтикассинче тата Станьялта пурăнакан 400 çыннăн Хыркассине çӳреме тивнĕ. 11 уйăхри Илья амăшĕ Алиса Порфирьева уйрăмах кăмăллă. Ывăлĕ мĕнле çитĕннине уйăхсерен сăнаса тăма, вăхăтра прививка тутарма халĕ инçе кайма кирлĕ мар. Çамрăк фельдшерăн хăйĕн те çулталăк çурăри ача пур. Пĕтĕмĕшле илсен, Татьяна Калькина ĕçне ватти-вĕтти ырлать. Татьяна Патăрьел районĕнче çуралса ӳснĕ. Мăшăрлансан çемйипе Шупашкарта тĕпленме шутланă. Кăçалтан ĕçлеме пуçланă «Земство фельдшерĕ» программăпа килĕшӳллĕн, çамрăк специалиста 500 пин тенкĕ панă та ĕнтĕ. Çапла майпа кил-йыш пурăнмалли майсене лайăхлатнă. Фельдшерăн ялта 5 çул ĕçлемелле. Муркаш районĕн тĕп больницинче тăрăшакан Ирина Софронова 5 çул каяллах «Земство тухтăрĕ» программăнă хутшăннă. Çак сиплев çуртĕнче унăн ашшĕ-амăшĕ те ĕçленĕ, çавăнпа пĕчĕкренех хăй пурнăçне медицинăпа çыхăнтарма шутланă. Участокри терапевта вырнаçнăскер, 2 çул декретра ларнă хыççăн, специализацине улăштарнă. Халĕ врач-эндокринолог пулса тăрăшать. Миллион тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ уншăн вырăнлă пулнă. Программа ĕçлеме пуçланăранпа Муркаш больницине 30 ытла врач вырнаçнă. Александр Григорьев травматолог-ортопед патшалăхпа тунă килĕшÿ вĕçленсен те кунтах юлнă. 2012-мĕш çулта «Земство тухтăрĕ» программа вăя кĕрсен, вăл яла ĕçлеме кайнă чи малтанхи специалистсенчен пĕри пулнă. Республика больницинче травматолог пулса ĕçлекен ашшĕн тĕслĕхĕпе Александр Григорьев ку ĕçе суйласа илнĕ. Яла каяс туртăм та ахальтен мар. Кунта чылай йывăр чирпе тĕл пулни пысăк опыт пухма май парать тесе шутлать çамрăк тухтăр. Вăл поликлиникăра та çынсене йышăнать, стационарта та пациентсене пăхать, операцисем те тăвать. Шупашкар çамрăкĕ Муркашрах тĕпленме шутланă. Ялти тухтăрсене паракан миллион тенкĕпе вăл район центрĕпе юнашар вырнаçнă Кашмашра çĕр туяннă, 2 хутлă çурт хăпартнă, мунча туса лартнă. Ăшă кĕртсен, тĕп хулари ашшĕ-амăшне те кунта илсе килесшĕн. «Земство тухтăрĕ тата фельдшерĕ» программăсене пула кăçал республика ялĕсене 50 ытла çамрăк специалист ĕçе вырнаçнă. Медиксем районсенче çав-çавах çитмеççĕ. Источник: http://chgtrk.ru/news/20999