© 2017 Видеохостинг органов власти Чувашской Республики
О проектеПĕлтĕр ĕçлеме пуçланă «Земство тухтăрĕ» программа пулăшнипе 30 ытла çамрăк специалиста районсене илĕртме пултарнă. Вĕсем пĕчĕк ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсенче кăна мар, поселоксенчи, 50 пин çынран сахалрах пурăнакан хуласенчи сиплев учрежденийĕсене те вырнаçма пултараççĕ. 5 çул ĕç вырăнне улăштармасан, фельдшерсене çур миллион тенкĕ параççĕ. Ирина Николаева, Татьяна Иванова, Виктор Степанов Улатăр районĕнчи Анютино Шупашкартан 150 çухрăм аякра, Чĕмпĕр облаçĕн чиккинче вырнаçнă. Ытларах унта аслă çултисем юлнă. Чылайăшĕ хĕл каçма ачисем патне куçса каять. 2013-мĕш çулта ялта фельдшерпа акушер пункчĕ туса лартнă, пĕлтĕр çуркуннеренпе вара çамрăк фельдшер ĕçлеме пуçланă. Владимир Сазанов кӳршĕри Чĕмпĕр тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ, «Земство фельдшерĕ» программа çинчен илтсен, хайне тĕрĕслес тенĕ. Халĕ вăл çывăхри 8 ялта пурăнакан 308 çын сывлăхне пăхса тăрать, çав шутра 3 теçетке ача. Район больницин тĕп врачĕ Юлия Затылкина çамрăк медик тимлĕ пулнине тата çынсемпе пĕр чĕлхе тупма пултарнине калать. Владимир ачаранпах хăй пурнăçне сиплев ĕçĕпе çыхăнтарасшăн пулнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Мордва республикинчи Ардатоври медицина училищинче вĕреннĕ, кайран çар хĕсметне те госпитальте ирттернĕ. Çулталăка яхăн 28-ти фельдшер ял çыннисене пулăшу кӳрет: вĕсен сывлăхне тĕрĕслет, учета илет, прививкăсем тăвать, хăшĕ юн пусăмне виçме килет. Теприн патне килне кайма тивет, тет çамрăк медик. Район больницинчен Анютинăна çитме 10 çухрăм. Унти тухтăрсем яла черетпе килсе каяççĕ. Пациентсене мĕнле сипленмеллине çырса параççĕ те малалла вĕсене фельдшер асăрхаса тăрать. Ялта пурăнакансем çак хушăра çамрăк специалиста хăнăхса çитнĕ, анчах ăна кăшт харсăртарах пулма сĕнеççĕ. Улатăр районĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн 8 офисĕпе 15 фельдшерпа акушер пункчĕ ĕçлет. Пур çĕрте те медиксем çителĕклĕ пулнине палăртаççĕ. Пĕлтĕр республикăри 32 çамрăк специалист «Земство фельдшерĕ» программăпа усă курнă. Патшалăх вĕсене пурне те çур миллион уйăрса панă. Чылайăшĕ Владимир Сазанов пекех ку укçапа пурăнмалли кĕтес туянма шутланă. Хальлĕхе вăл Улатăрта хваттер тара тытать. Анютинăра яланлăхах тĕпленме пултарассине пытармасть, ăна кунти тавралăх уйрăмах илĕртет. Республикăри сывлăх сыхлавĕн министерстви кăçал Чăваш Енре 26 ФАП тума палăртнă. Эппин, çамрăксем татах кирлĕ пулаççĕ. «Земство фельдшерĕ» программăпа çулталăк вĕçлениччен 41 специалист, çав шутра васкавлă медицина пулăшăвĕнчи фельдшерсем те усă курма пултараççĕ. Источник: http://chgtrk.ru/news/21945