Минкультуры Чувашии

17.01.2019 | 8:33

Культура ĕçченĕсем пĕлтĕрхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç

Çĕршер уяв, пин-пин куракан, юрă-ташă та ĕлккен тумтир. Ку вăл — культурăпа ӳнерĕн куçа курăнакан енĕ кăна. Çак илеме халăха парнелес тата çынсен чунне-кăмăлне çĕклес тесе пиншер ăста кунĕн-çĕрĕн пултарулăх лаççинче тăрăшать. Паян вĕсем иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç.