Официальный портал органов власти Чувашской Республики

25.05.2021 | 19:29

Республика Пуçлăхĕ хăтлăхшăн сасăларĕ

Ялсемпе хуласенче халăх пурăнакан тата куллен çӳрекен вырăнсене хăтлăх кĕртессишĕн сасăлав пырать. Çынсем хăй шухăшне çу уйăхĕн 30-мĕшĕччен «Городсреда пăнчă ру» сайтра е патшалăх çăмăллăхĕсен порталĕ урлă пĕлтерме пултараççĕ. Чăваш Енри 25 муниципалитет пурĕ 75 дизайн-проект тăратнă.