Официальный портал органов власти Чувашской Республики

11.10.2021 | 9:11

Халăх çыравĕ пуçланать

Раççейре халăх çыравĕ пуçланать. Ăна вунă çулта пĕрре ирттереççĕ. Черетлĕ шутлав пĕлтĕрех пулмаллаччĕ. Кăшăллă вируспа çыхăннă лару-тăрăва шута илсе ăна кăçала куçарнă. Чăннипе каласан, халĕ те чир сарăлас хăрушлăх пысăк. Эппин, сыхлăх йĕркине çирĕп пăхăнмалла. Мĕнлерех иртĕ кăçалхи çырав – кун пирки паян Чăваш Ен Правительствин Пуçлăхĕн çумĕ Дмитрий Краснов тата Чăвашстат ертӳçи Эльвира Максимова тĕплĕн каласа кăтартрĕç. Вăхăтне темиçе хутчен те куçарнă çырав – пулатех. «Ăна ирттерес тапхăра текех куçарма юрамасть», – теççĕ специалистсем. Çырав экономикăшăн та, халăхшăн та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çĕршывăн аталану çулне палăртнă чухне унăн кăтартăвĕсемпе анлă усă кураççĕ. Çапла вара, черетлĕ çырав çитес эрнекун, юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче пуçланать. Пĕр уйăх пырĕ вăл, чӳк уйăхĕн 14-мĕшĕччен. Кăçалхи çырав хутĕнче пурĕ 33 ыйту пулĕ. Вĕсен пысăк пайĕ уйрăм çын кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе, кил-йышĕпе çыхăннă. Ыттисем вара – пурнăç хăтлăхĕ çинчен. «Чăваш Ен экономика министрĕ Дмитрий Краснов çак пĕлтерĕшлĕ хыпара çынсем хăйсем пĕлтерни халăх хуçалăхне аталантарас çул-йĕре тĕрĕс палăртма питĕ кирлĕ», – тет. Демографи программисене те çырав кăтартăвĕсем тăрăх тăваççĕ.