Администрация Красночетайского района Чувашской Республики

02.06.2025 | 11:57

Историллӗ ҫурта упраса хӑварма пултарнӑ

19-мӗш ӗмӗр вӗҫӗпе 20-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тунӑ ҫурт ӗлӗкхи илемне ҫухатмасӑр ҫӗнелсе, ҫирӗпленсе пырать. Хӗрлӗ Чутайра истори пӗлтерӗшлӗ авалхи шкул ҫуртне юсаҫҫӗ. Кӑҫалах унта ӳнер галерейи уҫма палӑртаҫҫӗ. Ҫак икӗ хутлӑ йывӑҫ ҫурт республика шайӗнчи культура еткерлӗхӗ шутланать. Ӑна пураланӑ чух платниксем авалхи зодчество ӑсталӑхӗн мелӗсене усӑ курнӑ, ҫиелтен хитре эрешсемпе капӑрлатнӑ. 1933-мӗш ҫулта ку пӳртре шкул уҫнӑ. 77-мӗш ҫулта вара ачасем ҫӗнӗ пӗлӳ ҫуртӗнче вӗренме пуҫланӑ. Ҫавах та, кивелнине пӑхмасӑр чутайсем историллӗ ҫурта упраса хӑварма пултарнӑ. 2002-мӗш ҫулта кунта Етӗрнери професси лицейӗн филиалне уҫнӑ. Кӗҫех вӑл та хупӑннӑ. Иртнӗ ҫулсенче авалхи ҫурт самай юхӑннине палӑртнӑ. Ҫавӑнпа та ӑна кая юличчен юсама йышӑннӑ. Ҫурта культура министерствин ирӗкӗпе иртнӗ уйӑхра юсама пуҫланӑ. Малтанах ӑстасем ҫирӗп йӗркене пӑхӑнса урамри ӗҫсене пуҫӑннӑ. Пӗр ушкӑн ҫурт стенисем ҫине вакун хӑми ҫапать пулсан, теприсем пӳрт тӑрринчи ӗҫсене вӗҫлесе пыраҫҫӗ. Ҫуртри маччасемпе стенасене те ӑшӑ тытмалла тӑваҫҫӗ, кивелнӗ урай хӑмисене улӑштараҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫуртӑн малтанхи сӑн-сӑпатне упраса хӑварасси тӗп тӗллев шутланать. Ҫак ҫурта ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене вара контрактпа килӗшӳллӗн авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле. ГТРК Чувашия - Алексей Енейкин