Минздрав Чувашии

19.04.2018 | 8:48

Республикăра васкавлă пулăшу службине пĕрлештереççĕ

Унта Чăваш Енри мĕн пур хуласемпе районсен подстанцийĕсем кĕрĕç. Çакă çынсене паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме май парĕ. Надежда Александрова, Татьяна Иванова, Никита Углев Ку вăл - васкавлă медицина пулăшĕвĕн пĕрлехи колл-центрĕ. Кунта мĕн пур республикăран шăнкăравсем килеççĕ. Вăл шутра кĕсье телефонĕсенчен те. Виçĕ цифра кăна асра тытмалла - 103. Шăнкăравласа çитме вăтамран 10-18 çеккунт кирлĕ. Халĕ бригадăсене районсемпе хуласене пăхса пайламаççĕ. Йыхрава чи çывăхра вырнаçнă ушкăн васкать. Пионер горнĕ тин кăна Муркаш районĕнчи васкавлă пулăшу бригадишĕн янăрарĕ. Пĕр ялта ача чирленĕ - хытă ӳсĕрет, сывлăшĕ пӳлĕнет. Ку вăл васкамалли сăлтав. Тухтăрсем тӳрех çула тухрĕç. Пĕлтĕр районсене çĕнĕ автомобильсемпе тивĕçтернĕ. Вĕсем кирек епле çул тăрăх çӳрееççĕ. Машинсем хăйсене шыв-шур вăхăтĕнче те аван кăтартаççĕ. 20 çухрăма хыçа хăварма - 20 минут. Ку вăл лайăх кăтарту. Килте тухтăрсене 5 мăнуклă асламăшĕ кĕтсе илчĕ. Асли больницăра выртать, иккен. Çак кунсенче тата тепĕр мăнукĕ чирлесе ӳкнĕ. Тухтăр ачасене пăхнă хыççăн пурне те больницăна выртарма йышăнчĕ. Вĕсене хăвăрт Муркаша илсе çитерчĕç. Васкавлă пулăшу службин ĕçне хакланă чухне машинсем вăхăтра çитнине шута илеççĕ. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта ку кăтарту 99,3 процентпа танлашнă. Шупашкарти бригадăсен халĕ планшетсем пур. Тухтăрсем документсене электронлă майпа хатĕрлеççĕ. Чĕннĕ çĕре çитме кĕскерех çул суйлама, шăнкăравсене итлеме пултараççĕ. Кăçал планшетсемпе Çĕнĕ Шупашкарти тата пĕр районти бригадăсене тивĕçтерĕç. Васкавлă медицина пулăшăвне пĕрлештерни районти тухтăрсен ăсталăхне ÿстерме май парать. Вĕсене хулари опытлăрах ĕçтешĕсем вĕрентĕç. Источник: http://chgtrk.ru/news/19088